ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче «Тӑнӑҫ пурнӑҫра ҫар службине пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ҫар ҫыннисен астӑвӑм кӗнекине» хатӗрлесе кӑларнӑ.
Вӑл — пӗр томлӑ кӗнеке, виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшне 1979–1988 ҫулсенче Афганистанри хирӗҫтӑрӑва хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗшне Чечня Республикинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ чухне пуҫ хунӑ салтаксене кӗртнӗ. Виҫҫӗмӗшӗнче вара тӑнӑҫ пурнӑҫра (1946-2015 ҫулсем) хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнисен ячӗсене ҫырнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ паттӑрсен ячӗсене уйрӑм списокра кӑтартнӑ. Ят-шывне алфавит йӗркипе ҫырнӑ. Сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ, кӗске биографи ҫырнӑ, ҫар тивӗҫне ӑҫта пурнӑҫланине, наградӑсене, ӑҫта пытарнине палӑртнӑ.
Ҫапла кӗнекере паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрлӗх вырӑн тупнӑ.
Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Елчӗк тӑрӑхӗн ҫынни Николай Малышкин «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекене пӗлтӗр кӑларнӑччӗ. Кӗнеке тишкерӗвне пӗлтӗр район центрӗнчи тӗп вулавӑшра халӑха пухсах хӑтлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов тата ыттисем пухӑннӑччӗ.
Паян «Чыслӑх салтакӗсене» Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче хӑтланӑ. Кӗнеке авторӗ Николай Малышкин кӑларӑмри кашни ҫын пирки пӗрчӗн-пӗрчӗн материал пухни, кӗнеке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ытти вӑрттӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑкӑн Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — А. Патшин, Ю. Григорьев, Ю. Борисов — тӑван ҫӗршыва каялла таврӑнайманни пирки пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти 9-мӗш класс вӗренекенӗсемпе шкулти таврапӗлӳ музей ертӳҫи Алевтина Иванова «Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр» калаҫу ирттернӗ. Кӗҫӗн Таяпаран ҫак вӑрҫа вуннӑн хутшӑннӑ: В. Головин, О. Алексеев, Ю. Романов, О. Леонтьев, Ю. Егоров, Н. Некрасов, В. Викторов, В. Симаков, В. Садовников, В. Сергеев. Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсемпе паллашнӑ, салтакра ӳкерттернӗ сӑнӗсене пӑхнӑ.
Музейра Афган паттӑрӗсене халалланӑ кӗтес те пур. Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вулама сӗннӗ.
Паян Елчӗкри тӗп вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Малышкин ҫырнӑ «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ В.П. Назаров, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн членӗ В.А. Павлов, республикӑри «Доблесть» обществӑлла организаци ертӳҫи В.Н. Яковлев, «Раҫҫейри ветерансен союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Тры тата ытти чӗннӗ хӑна пуҫтарӑннӑ.
Арҫынсен ушкӑнӗ юрланӑ патриотла юрӑсене, Н.А. Левая вуланӑ сӑвва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе уҫнӑ.
Афганистанран Совет ҫарӗсене илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет. Шӑмӑршӑра, ав, унти вӑрҫа хутшӑннисемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Вӗсемпе курнӑҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.П. Фадеев, Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ раойнӗсенчи пайӗн пуҫлӑхӗ П.Г. Васюков пынӑ.
Афганистанри вӑрҫа хутшӑннисене Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗн Тӗп Правленийӗ ҫирӗплетнипе пама йышӑннӑ юбилей медалӗпе чысланӑ. Наградӑна пирӗн ҫарсене асӑннӑ ҫӗршывран илсе тухнӑранпа чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Сӑнсем (5)
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ.
Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ.
Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Сӑнсем (24)
Афган вӑрҫи пирки паян тӗрлӗрен калаҫакан пур. Паттӑрла теме ӑна никамӑнах та чӗлхи ҫаврӑнмасть-тӗр. Апла-и,к апла-и, анчах ют ҫӗрте миҫе совет салтакӗ пуҫ хунине вара асран ниепле те асран кӑлараймӑн. Тата мӗн чухлӗ амӑшӗ унта ывӑлне ҫухатнине те манма юрамасть. Ҫывӑх ҫынна, тӑван тӗпренчӗке, ҫухатнӑ ҫыннӑн суранӗ тем чухлӗ ҫул иртсен те тӳрленмест-ҫке. Патӑрьел районӗнчи Сител ялӗнче пурӑнакан Роза Журавлева та пӗртен пӗр ывӑлне Афган вӑрҫинче ҫухатнӑ. Тӑватӑ ача амӑшӗ ачисене пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Пӗве кӗнӗ ывӑлне салтака пуҫтарса кайнӑ, унтан вӑл тупӑкра таврӑннӑ…
Афган вӑрҫинче ывӑлне ҫухатнӑ амӑшӗ патӗнче нумаях пулмасть тӑван тӑрӑхри, Пӑлапуҫ-Пашьелти вӑтам шкулта вӗренекенсем, пулнӑ. Вӗсем ватӑпа юмахлама та, кил хушшинчи юра туртса пама та ӗлкӗрнӗ. Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне ачасем Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухни чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Сӑнсем (17)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |